Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли Информаципе консультаци центрӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» хысна вӗренӗвӗн учрежденийӗ Раҫҫейӗн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Укҫа ҫӗнсе илес текенсем «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Поддержка семей, имеющих детей» (чӑв. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси) проектне хутшӑннӑ.
Шупашкарти учреждени 14,4 миллион тенке яхӑн укҫана тивӗҫӗ. Вӑл тупра пулӑшнипе «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» учрежденире информаципе консультаци центрӗ уҫасшӑн. Вӑл ашшӗ-амӑшне сӗнӳ-канашпа пулӑшса пырӗ. Унта ҫитсе килме те май пулӗ, тӗнче тетелӗ урлӑ та канашлама май туса парӗҫ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм халӑхсем хушшинчи олимпиада иртнӗ. Унта Казахстанпа Туркменистанран та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑс-тӑна 25 ҫула ҫитичченхи 412 ачапа ҫамрӑк тӗрӗсленӗ.
Олимпиада «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртнӗ. «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» ятлине чӑваш чӗлхипе литературипе 2018 тата 2019 ҫулсенче иртнӗ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем — пурӗ 57-ӗн — хутшӑннӑ. Йышра Тутарстанри 16 ача пулнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи — 1 ача.
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ятлине шкулсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекен 355 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Инҫет мелӗпе йӗркеленӗскерте хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем, Тутарстанрисем, Пушкӑртстанрисем, Казахстанпа Туркменистанрисем те пӗлӗве тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ.
«Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ.
Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ.
Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ.
Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренекен хӗрӗн ӗҫӗ
«Волонтеры могут все» (чӑв. Нимеҫӗсем йӑлтах пултараҫҫӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри экологи акцийӗнче ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Клинцева (унӑн ертӳҫи – Татьяна Федорова преподаватель) конкурса «Благоустройство внутреннего двора Чебоксарского техникума ТрансСтройТех» (чӑв. ТрансСтройТех Шупашкарти техникумӑн картишне хӑтлӑлатасси) проекта тӑратнӑ. Софья тӑван техникумӑн шалти картишӗ валли ландшафт хатӗрленӗ. Унта студентсемпе преподавательсене канмалли вырӑн пулӗ.
Проектпа пӑхнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Кременский урамӗнчи 34-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи лаптӑка тапхӑршарӑн илемлетмелле. Унтах пӗчӗк скульптурӑсем вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать.
Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла.
Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ-ха. Хамӑр енчен тата ҫакна хушса калар: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнерех ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унти пресс-службӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗпчевҫӗсен ӗҫне управлени пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӑтӑрмах пирки официаллӑ ӑнлантарса панӑ. Ӑна ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Стена ишӗлнӗ чух никам та шар курманнине малтанхи иккӗмӗш предлложнипех палӑртса хӑварнӑ. Унтан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипетӗрлӗ министерствӑпа ведомство пайташӗсем лару-тӑрӑва вырӑна ҫитсе хакланине пӗлтернӗ.
Пӗр стени тата ҫивиттин пӗр пайӗ йӑтӑннӑ шкула специалистсем ҫурта пӗтӗмӗшле хак парӗҫ, ӑна ӳлӗмрен усӑ курма юранипе юрамассине палӑртӗҫ.
Шкулта 1-9-мӗш классенче 32 ача вӗреннӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне 22-ӗн ҫӳренӗ. Паянтан вӗсене урӑх ҫӗре турттарма тытӑннӑ: 1-9 классенчисене — Аслӑ Пинерти вӑтам шкула, шкул ҫулне ҫитменнисене — Пысӑк Енкассине.
Паян пирӗн республикӑра «Молодежь за здоровый образ жизни» (чӑв. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн) ҫулсерен иртекен акцин ҫуркуннехи тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ организацийӗсенче сывлӑх фестивалӗсем, семинарсемпе тренингсем, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракан паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем, спорт мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне куравсем йӗркелеме, кинофильмсем кӑтартма палӑртса хунӑ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин ҫуркуннехи тата кӗркуннехи тапхӑрӗсене ҫулсерен 100 пин ытла ачапа 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑк хутшӑнать. Вӗсем валли 10 пине яхӑн тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант.
2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.
Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.
Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.
Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енри ашшӗсен пӗрремӗш форумӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлӗ ҫын пулма, хӑйсене пур енлӗн аталаннӑ ҫын евӗр туйма пулӑшасси, ашшӗн ят-сумне ӳстересси пирки калаҫнӑ.
Ашшӗсен канашне Чӑваш Енри 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи Алексей Мурыгин калашле, ик айкки те тӑвайкки маррисем пуҫтарӑннӑ унта.
Форума ирттерме ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Ачасен правине хӳтӗлес енее ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй йӗркеленӗ.
Форум виҫӗ секцие пухӑнса ӗсленӗ. Унта хастарсем шкула, ача пахчисене тухса хӑйсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнӑ. Ашшӗсен канашӗн пайташӗсем Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисенче, Вӑрмар районӗнче уйрӑмах хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |